Паян 12 сехетре чаплӑ уяв туса 30-мӗш автоҫулӑн 4-мӗш пайне хута ярӗҫ. 4-мӗш пайӗ Коммуналлӑ Слабода урамӗнчен пуҫланать те Мускав проспектне тухать. Ун шутне Крылов урамӗ те кӗрет. Ку пай тӑршшӗ ҫухрӑм ҫурӑ. Ӑна пӗлтӗр тума пуҫланӑ — кӑҫал вара, ав, хута та яма вӑхӑт ҫитрӗ. Ҫул хатӗрлеме пурӗ 272 млн. тенкӗ тӑкакланӑ.
30-мӗш ҫула тӑвас шухӑш 1970-мӗш ҫулсенче кӗнӗ. 1973 ҫулта пӗрремӗш пайне хута янӑ — вӑл Гладковпа Шевченко урамӗсене ҫыхӑнтарнӑ. Ун хыҫҫӑн ӗҫе пурнӑҫлама пӑрахнӑ. Малалли ӗҫе 21 ӗмӗрте пуҫӑннӑ — 2006 ҫулта хута янӑ ҫул татӑкӗ Улицкий, Гладков тата Комуналлӑ Слабода урамӗсене ҫыхӑнтарнӑ. Тӗп пайне, астӑватӑр пулӗ, Президент бульварӗ ятне те панӑччӗ. Вӑл хальхи вӑхӑтра талӑкне 50 пин машин йышӑнать. Паян хута яракан ҫул татӑкӗ талӑк хушшинче пӗтӗмӗшле 20 пин машин йышӑнма пултарӗ.
Тепӗр ҫул Пирогов урамне ҫӗнетме шутлаҫҫӗ — вӑл Президент бульварӗпе Мускав проспекчӗ хушшинчи тӗп ҫыхӑну вырӑнӗ пулӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.05.2024 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Никольский Николай Васильевич, «Хыпар» хаҫатӑн никӗслевҫи, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Илпек Микулайӗ, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Родионов Виктор Иосифович, театр актёрӗ, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ вилнӗ. | ||
| Бикчурин Рассых Фахрутдинови, чӑваш спортсменӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |